Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Лисаев Иван Иванович

Лисаев Иван Иванович — чӑваш ҫыравҫи. 1939 ҫулхи чӳкӗн 5-мешӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хирлӳкасси ялӗнче ҫуралнӑ.

1977 ҫултанпа СССР ҪП членӗ. 1990 ҫулта Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ.

Пурнӑҫӗ

Етӗрне педагогика училищинче, Чӑваш патшалӑх университетӗнче историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ. Ачасене шкулта вӗрентнӗ, Хӗрлӗ Чутай район хаҫачӗн литература ӗҫченӗ пулнӑ. Кайран, Шупашкара куҫса «Ҫамрӑк коммунист» хаҫатра ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех «Ялав» журналӑн литература ӗҫченӗ, публицистика уйрӑмӗн заведующийӗ пулнӑ.

Ӗҫӗсем

Унӑн пурӗ 15 кӗнеке ытла тухнӑ:

  • «Вӗҫет кайӑк кӑвакал» (1977);
  • «Чӳречерен хурӑн шаккать» (1979);
  • «Халал» (1986);
  • «Тивӗҫ» (икӗ кӗнекепе, 1987, 1989);
  • тата ыттисем.

Вуламалли


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-11-05 19:47:53 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5227 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем